Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -5.7 °C
Я не лечу. Я помогаю пациенту лечиться.
(C. Колпаков)
 

Статьи

Ҫӗнӗ кӗнеке

  06.06.2013 15:44 | 4176 просмотров
«Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем» романа вуланӑ май

Г.В. Краснов пирӗн литературӑра палӑрнӑ писатель, чӑваш халӑх ҫыравҫи. Вӑл мӗн виличченех литература ӗҫӗнчен пӑрӑнман. Унӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем» ятлӑ юлашки кӗнеки те автор ку тӗнчерен кайнӑ хыҫҫӑн пичетленсе тухнӑ.

Повеҫри тӗп геройсем — Еркасси ял ҫыннисем. Ӗҫ-пуҫ 3123 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мопасан Мишши килӗнче пуҫланать. Унӑн арӑмӗ — Эрине — ача кӗтет. Унӑн хушма ячӗ французсен паллӑ писателӗн Мопассанӑн чӑвашла куҫарнӑ «Усӑсӑр чиперкке» кӗнекине вулана май тупӑнать. Ҫак авторӑн ытти кӗнекисене вуланӑ май Эринепе калаҫнӑ чух «Моппасан Миши» тесе персе ярать.

Далее...

 

Ефим Никитич мӗн калӗччӗ-ши?

  27.03.2013 18:54 | 5204 просмотров

Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ тӑвать. Республикӑра та ҫавна май тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ — спектакльсем лартаҫҫӗ, театр куравӗсем йӗркелеҫҫӗ. Арапуҫри (Вӑрмар районӗ) ял вулавӑшӗн ӗҫченӗсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартас тенӗ — «кӗрӗк арки йӑваласа лармастпӑр, ӗҫлетпӗр» тенешкел кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пӗлместӗр пулсан — ку ялта Никитин Ефим Никитин ҫуралса ӳснӗ. Вӑт ӑна халалланӑ та ӗнтӗ кӗнеке куравне вулавӑш ӗҫченӗсем.

Ефим Никитич (ӑна Кӗлпук Мучи ятпа чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ) паллӑ драматург — чӑвашла трагедисем, камитсем сахал мар ҫырнӑ, чылайӑшне театрсен сцени ҫинче вылянӑ.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12]
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)