Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Возлюби Бога и поступай как хочешь.
(Святой Августин)
 

Аçтахар Плотников: 600 миллион культура валли ҫителӗклӗ-ши?

Аçтахар Плотников08.02.2017 00:376612 просмотров

Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.

Ман шутпа, пирӗн республикӑра хамӑрӑн культурӑна аталантарма питӗ сахал укҫа уйӑраҫҫӗ пек. Ҫакна курас тесе эп паян 2017 ҫулӑн хысна тӑкакӗсене тишкерес терӗм.

Пӗтӗмӗшле тӑкак тӑрӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн культура пайӗ 8-мӗш вырӑна кайса ларчӗ. 2017 ҫулта культура пайне 593 миллион тенкӗ ытла (1,7%) тӑкакласшӑн. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан — ку, паллах, ытларах. 2016 ҫулта 498 пин, 2015 ҫулта — 581 пин уйӑрнӑ пулнӑ.

Тишкернӗ май кӑсӑклӑ япаласем те тупӑнчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн республикӑн тӗп тӑкакӗсем шутне социаллӑ политикӑна (пенси таврашӗ, ытти тӗрлӗ пулӑшу) /32,25%/, вӗренӗве (шкулсем, ача пахчисем) /29,37%/, наци экономикине (кунта мӗн кӗнине чухламастӑп, анчах вӑл тӗлӗшпе тӑкаксем ӳснӗ) /16,58%/, патшалӑх тӑкакне (тӳре-шарана тытса тӑма пулас) /6,5%/, сывлӑх сыхлавне (пульницӑсем тата ытти) /4,79%/, кил-ҫурт тата коммуникаци /1,29%/ кӗртме пулать. Ҫак виҫӗ ҫул хушшинче вӗсем мӗнле улшӑннине те пӑхма кӑсӑклӑ. Вӗренӳ пайӗ ытлашши улшӑнман тейӗпӗр. Малтан 11 миллиард пулнӑ, кайран 10,4 ҫитнӗ, кӑҫал 10,2 миллиард таран чакнӑ. 30%-ран 29,37% юлнӑ. Социаллӑ хӳтӗлев пайӗ вара ҫулран ҫул ӳсет пулас — 2015 ҫулта 20,5% йышӑннӑ пулсан, кӑҫал 1/3 пайӗ таранах — 11,3 миллиард тенкӗ. Цифрӑсене ӗненес пулсан кӑҫал уйрӑмах шар курнӑ пай — сывлӑх сыхлавӗ. Енчен те 2015 ҫулта 6,8 миллиард, пӗлтӗр кӑшт сахалрах пулсан, кӑҫал вара ку тӑкаксем 1,6 миллиард тенкӗпе ҫеҫ танлашаҫҫӗ. 4 миллиард чакнӑ. Ҫавӑн пекех икӗ хут ытла кил-ҫурт тытӑмӗ валли уйӑракан «кӗмӗле» чакарнӑ — пӗлтӗр 1,21 миллиард уйӑрнӑ пулсан кӑҫал 454 миллион ҫеҫ.

Хӑш-пӗр статьясене уйрӑммӑн пӑхса тухас килчӗ. Мана, паллах, чӗлхепе ҫыхӑннисем кӑсӑклантарчӗҫ. «Чӗлхесем ҫинчен» саккуна пурнӑҫлама уйрӑм укҫа уйӑраҫҫӗ иккен. 2015 ҫулта ун валли 701 пин шутласа хунӑ пулсан пӗлтӗр ҫак хисеп самай чакнӑ — 242 пин хӑварнӑ. Кӑҫалхи тӑкак — 245 пин тенкӗ. Тата, 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ӑна раҫҫей нацийӗн пӗрлӗхне чӑмӑртанма пулӑшакан ҫумпрограмма йышне кӗртнӗ. Унашкал улшӑну мӗне пӗлтернине чухлама йывӑр. Сӑмах май, балет фестивальне, «Родники России», «Русь мастеровая» тата ытти ҫавнашкал мероприятисене ирттерме пирӗн республика пӗр миллион ытла тенкӗ тӑкаклать иккен...

Хаҫат-журнал кӑларма кӑҫал пурӗ 98 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ, «Хыпар» хаҫат та, «Советская Чувашия» та, Наци телерадиокомпанийӗ те (?) кӗрет. 2015 ҫулхипе танлаштарсан — тӑкак чакнӑ. Юрать-ха, пӗлтӗрхинчен ытларах.

Юрӗ, цифрӑсем ӑшне ытлашши кӗрсе каяр мар пуль. «Адмирал Кузнецов» авианосец тӑкакӗсемпе танлаштарсан пирӗн республика ытла та экономлӑ пурӑнать. Лешӗ Сирине кайса килнипех 7,5 миллиард тенкӗ кая мар пӗтернӗ тет. Сӑмахӑм ман вара урӑххи пирки.

Культура валли укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрса пыни, паллах, лайӑх япала. Ҫавах та, ман шутпа, ку питӗ ҫителӗксӗр. Те культурӑна пирӗн ытларах тӑкаклӑ пай пек курнӑран вӑл ҫапла? Чӑн та унта хывнӑ укҫа сайра хутра ҫеҫ тупӑш пама пултарать. Ҫавах та вӑл та питӗ кирлӗ пай. Этемӗн кӗлеткинчи кашни пайӗ пурте усӑллӑ (аппендицит пирки каламӑпӑр), ҫавӑн пекех хыснан кашни пайӗ хӑйне май кирлӗ. Культури те, вӗрентӗвӗ те, социаллӑ политики те, сывлӑх сыхлавӗ те. Пурте хӑйне май усӑ параҫҫӗ, пурте пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та культура ҫине те ытларах тимлӗх уйӑрасса ӗмӗтленес килет. Вӑл пайӑн тӑкакӗсене ман сахалран та вӑй-хал культури (физкультура) евӗр ӳснине килет (2015 — 348 млн, 2016 — 467 млн, 2017 — 699 млн). Сывлӑха ҫирӗплетни, паллах, тивӗҫлӗ ӗҫ. Ҫавах та ӑс-тӑн, ӑс-хакӑл пирки те шухӑшламаллах.

Уйрӑммӑн хушни

600 яхӑн миллион тенӗ-ха унта, анчах вӗсен шутне тем те пӗр кӗрет-ҫке. Паллах, пирӗн республикӑра пурӑнакан пур халӑха та хисеплес пулать, ҫавах та хамӑра чунпа ҫывӑх чӑвашсем пирки ытларах пӑшӑрханмалла тесе шутлатӑп. Май ҫитнӗ таран хамӑрӑннисене тӗкӗ парса тӑмалла. Халь мӗнлине пӗлместӗп те, анчах малтанхи ҫулсенче сахал мар илтнӗччӗ: республика тулашӗнчен килнисене укҫапа пулӑшаҫҫӗ, хамӑрӑннисене вара тӳлевсӗр юрлаттарса ташлаттараҫҫӗ. Пач урӑхларах тусан республикӑшӑн усӑллӑрах пулӗ тесе шутлатӑп: пирӗннисене тӳлесен вӑл укҫа хамӑр республикӑрах юлӗ, ҫаврӑнӑша кӗрсе республика хыснине тата та пуянлатӗ. Юттисене тӳлесен вӑл укҫа вӗсен тӑрӑхне каять, пирӗн патра юлмасть.

Уйрӑммӑн хушни 2

Кашни пайӗ те пӗлтерӗшлӗ тени пирки. Чулхулари «Из рук в руки» хаҫатра ӗҫленӗ чухне те ҫавнашкал япала пурччӗ. Редакци пысӑк, тӗрлӗ пайсенчен тӑрать. Программистсем, калӑплавҫӑсем, пӗлтерӳсене йышӑнакансем, реклама шыракансем тата ыттисем те. Ҫак пайсенчен уйрӑмтарах реклама шыракансем (реклама агенчӗсем) тӑратчӗҫ. Вӗсем яланах хӑйсене укҫа ӳстерсе пама ыйтатчӗҫ — вӗсем имӗш предприятие укҫа илсе килеҫҫӗ имӗш, ыттисем вара — тӑкаклаҫҫӗ кӑна. Эпир вара вӗсене ун чухне ҫапларах хуравлаттӑмӑр: «Эсир, паллах, укҫа илсе килетӗр, ҫавах та ытти пайсем те пӗлтерӗшлӗ. Ыттисем япӑхрах ӗҫлеме пуҫласан сирӗн те тухӑҫлӑх чакӗ — калӑплавҫӑсем япӑхрах ӗҫлесен, программистсем ӗҫ тухӑҫлӑхне чакарсан реклама паракансем хӑйсен пӗлтерӗвӗсене хаҫатра вырнаҫтарма килӗшми пулӗҫ. Пурте пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесен кӑна ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать».

Ҫавӑнпа та хысна тӑкакӗсенче культурӑн пайӗ ҫине тимлӗх уйӑрмаллах. Уйрӑмах, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннисенче. Унсӑрӑн чӑвашсен хушшинче ҫӗнӗ ҫыравҫӑсем, ҫӗнӗ культура ӗҫченӗсем ҫуралма пӑрахӗҫ. Культура енӗпе ӗҫлекенсем чи сахал тупӑш илекенсен йышӗнче пулмалла мар. Ан тив, вӗсем укҫа ан илсе килччӗр, ан тив, тӑкаклаччӑр кӑна. Анчах вӗсем ӳссе пыракан ӑру валли вӑрлӑх акса хӑвараҫҫӗ. Пулас ӑрусем пирки шутлатпӑр пулсан, ҫав вӑрлӑха акакана хисеп тӑвас пулатех.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики